Канаш хлинче пурӑнакан ҫынсем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку – шыв пӑрӑхӗ ҫинчи аварие пула. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре «Восточный» гастроном ҫывӑхӗнче шыв юхма пуҫланӑ. Ҫавна май 55 ҫуртри сивӗ шыва сӳнтерсе лартнӑ. Вӗсенче вара 7675 ҫын пурӑнать.
8-мӗш ача пахчи, 11-мӗш ача пахчи, 6-мӗш шкул, 16-мӗш професси училищи те шывсӑр тӑрса юлнӑ.
Шыва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре пама шантарнӑ. Анчах тепӗр кунхине ирхине ӑна каллех сӳнтернӗ. Паян унта специалистсем ӗҫленӗ, юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.
Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.
Пӗлтӗр Чӑваш Енри виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирлесе ӳкнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи санитарипе эпидемиологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхсан Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчинче кунашкал пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Пӗри — 127-мӗш номерлӗ «Пилеш» ача пахчинче пуш-ака уйӑхӗсенче, тепри 1-мӗш номерлӗ «Пӗчӗк патшалӑх» ача пахчинче юпа-чӳк уйӑхӗсенче пулнӑ. Вӗсенче ун чухне пурӗ пӗрле вунвиҫӗ ача чирлесе ӳкнӗ.
Виҫҫӗмӗш пӑтӑрмахӗ вара Шупашкарта пулнӑ. 202-мӗш номерлӗ «Тӗлӗнтермӗшсен хули» ача пахчинче пилӗк ача вар-хырӑм инфекцийӗпе пӗр харӑс аптӑранӑ.
Шупашкарти тата тепӗр икӗ пахчине пӗрлештермелле. Йышӑнӑва иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑларнӑ.
Реорганизаци текен сӑмах хальхинче Шупашкарти 180-мӗш «Журавлик» (чӑв. Тӑрна) ача пахчине тата ачасене физкультура енӗпе аталантаракан 123-мӗш ача пахчине пырса тивӗ. Вӗсенчен малтанхи Мир проспектӗнчи 94-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ, тепри – Совхоз урамӗнчи 10-мӗш «А» ҫуртра.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти 6-мӗш «Малахит» ача пахчине 137-мӗш ача пахчипе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 279-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗрхи уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Канашри ача пахчисенчен пӗрин ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Хӗрарӑм шӑпине ҫитес вӑхӑтра суд татса парӗ. Хайхискере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса укҫана хӑй кӗсьине чикнӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви версийӗ ҫапларах: 2014 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫӗртмеччен хӗрарӑм ертӳҫӗ хӑйне пӑхӑнса тӑракан тӑхӑр ҫынна самай пысӑк преми пама хушусем кӑларнӑ. Хайхи премине вара, налуксене тытса юлнӑ хыҫҫӑн, хӑйне тавӑрса пама ыйтнӑ. Ҫакна вӑл укҫа ача пахчин нушисене татса памашкӑн кирлипе сӑлтавланӑ е пачах нимӗн те шарламан. Хуҫа каланинчен иртейӗн-и вара? Ӗҫтешӗсем укҫана кӑларса тыттарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пӑхӑнмасӑр ача пахчин ертӳҫи 170 пин тенкӗ ытла хӑйӗн енчӗкне пуҫтарса чикнӗ имӗш.
Палӑртса хӑварар, следстви пынӑ вӑхӑтра 38 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, пӗтӗм хутсене тӗплӗ тишкернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑх организацисен йышне кӗнӗ.
Ача пахчисем «Раҫҫейри чи лайӑх 100 предприятипе организаци» конкурсра палӑрнӑ. Экспертсен канашӗ Шупашкарти 19-мӗш тата 128-мӗш ача пахчисене «Шкул умӗнхи пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене йышне кӗртнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускавра раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чысланӑ. Унта патшалӑх тата общество деятелӗсем, общество организацийӗсен, Раҫҫейри субъектсен администрацийӗсен элчисем тата журналистсем хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Лучше всех» телепроекта иртнӗ вырсарникун, раштав ууйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тата тепӗр ача хутшӑннӑ. Авӑн уйӑхӗнче Канашри Мария Хушкинӑна кӑтартнӑччӗ-ха.
«Ҫӑлтӑрсем тата Галактика пирки вӑл йӑлтах пӗлет. паян вӑл хӑй те чӑн-чӑн ҫӑлтӑр пулса тӑрӗ. Вӑл планета пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӗлет», — ҫапларах паллаштарчӗ Шупашкарти 110-мӗш ача пахчине ҫӳрекен пилӗк ҫулти Максим Казынкинпа кӑларӑм ертӳҫи Максим Галкин.
Планетӑсем юрӑ юрлакан мультфильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ача планетӑсемпе космос ҫинчен мульфильмсем пӑхма, кӗнекесемпе тата карттӑсемпе паллашма пуҫланӑ. Халӗ вӑл ӑслӑлӑх фильмӗсемпе кӑсӑкланать.
Кӑларӑма ачана амӑшӗ Катя тата ашшӗ Сергей илсе пынӑ.
Шупашкарти тӑватӑ ача пахчи Раҫҫейри «Хисеп кӗнеки» реестра лекнӗ. Унта кӗртме вӗсене республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ иккен.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе ҫулсерен йӗркелекен «Книга Почета» (чӑв. Хисеп кӗнеки) реестрта кӑҫал — Шупашкарти 7-мӗш, 19-мӗш, 182-мӗш тата 201-мӗш ача пахчисем.
Реестр ҫынсене хӑйсен тӑрӑхӗнчи: районти, хулари, регионти, ҫӗршыври — чи лайӑх предприяти-организаципе, учрежденипе паллаштарма кирлӗ тесе ҫырнӑ унӑн официаллӑ сайтӗнче.
«Хисеп кӗнеки» реестрта патшалӑхӑн, муниципалитетӑн тата уйрӑм ҫынсен организацийӗсем, предприятисемпе учрежденисем. вӗсен филиалӗсем вырӑн тупнӑ. Анчах пурте мар. Экономика тӗлӗшӗнчен ҫирӗпписем тата социаллӑ пӗлтерӗшлисем.
Шупашкар хулинче икӗ ача пахчине реорганизацилеме йышӑннӑ. 6-мӗш «Малахит» ача пахчине 137-мӗш ача пахчипе пӗрлештерӗҫ. 279-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва хула администрацийӗн сайтӗнче паян пичетленӗ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче йышӑнӑва мӗнле-мӗнле саккунсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланине асӑнса кайнӑ.
Ача пахчисем иккӗшӗ те Чапаев урамӗнче вырнаҫнӑ. «Малахит» ача пахчи 1-мӗш «Б» ҫуртра вырнаҫнӑ, 137-мӗшӗ асӑннӑ урамри 24-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗ тата пурлӑх комитечӗ халӗ реорганизаципе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарти ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсӗ-и? Ахӑртнех, ку ашшӗ-амӑшне питӗ кӑсӑклантарать.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Захаров акӑ мӗн пӗлтерет: хальхи вӗренӳ ҫулӗнче ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ ӳсмест. Ку ыйту патне ҫитес ҫулхи ҫулла таврӑнма палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑталла лару-тӑрӑва тишкерӗҫ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсемпе танлаштарсан, Чӑваш Енри ача пахчисемпе шкулсенче апатлану хакӗ чи пӗчӗкки шутланать. Чулхулара, тӗслӗхрен, кунсерен 140 тенке яхӑн тӳлеҫҫӗ. Шупашкарта вара – 65-70 тенкӗ. Кӑҫал хула хыснинчен апатлану валли 60 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Анчах палӑртмалла: апат-ҫимӗҫ хакӗ ӳссех пырать. Эппин, апатлану хакӗ те хӑпарасса кӗтмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |